Сывлăх кунĕ

Апакасси шкулĕнче шăматкун "Сывлăх кунĕ" иртрĕ. Ачасем çунашкасемпе ярăнчĕç, йĕлтĕресемпе чупрĕç. Çакăн хыççăн вара ăмăртусем спорт залĕнче малалла тăсăлчĕç. Классен командисем мечĕк ертсе пырассипе, скакалкăпа сикессипе, хăвăрт чупассипе, тĕл перессипе ăмăртрĕç. Юлашкинчен командăсем мини футбол вылярĕç. Çак кун ачасем киле уйрăмах хавас кăмăлпа таврăнчĕç.