«Камсем эпир? Мĕнле йăхран эпир?
Мĕнле анне пире савса çуратнă?
Мĕнле атте ура çине тăратнă?
Мĕнле çĕр парнеленĕ хăйĕн çăкăрне?
Чăвашсемех эпир, ырă çынсем эпир.
Чăваш анне пире савса çуратнă.
Чăваш атте ура çине тăратнă.
Чăваш çĕрĕ парнеленĕ хăйĕн çăкăрне.» (В.Станьял)
Апрелĕн 25-мĕшĕнче пĕтĕм Чăваш çĕршывĕ чăваш чĕлхи кунне уявлать. Ăна ахальтен мар ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Çак кун чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ И. Я. Яковлев çуралнă.
Пуçламăш класс ачисем çак уява сумлăн кĕтсе илме хатĕрленчĕç. Вĕсем сăвăсем вĕренчĕç, юмахсем вуларĕç. Кашни класах, хăйсен класс ертÿçисемпе (Пермякова О.А., Семенова Л.В.) И.Я.Яковлев çырнă хайлавĕсем тăрăх тĕрлĕ инсцинировкăсем хатĕрлерĕç. 1 класс ачисем – «Пÿлă тытни», 2 классем – «Лаша шырани», 3 классем – «Уçăлма тухнă шăши çури», 4 классем – Сармантей».
Акă уйăхĕн 26-мĕшĕнче вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне «Солнышко» ушкăна çÿрекен ачасем умĕнче кăтартса пачĕç.
Уроксем хыççăн ашшĕ-амăшĕсем Апакасси ял библиолтекине пухăнчĕç. Алевтина Дмитриевна Иванова библиотекарь И.Я. Яковлевăн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Вĕренекенсем ашшĕ-амăшĕсем умĕнче сăвăсем вуларĕç, хатĕрленĕ инсцинировкăсене выляса пачĕç. Çак кун пурин асĕнче те нумайлăха юлĕ.